Подготовка к новому учебному году. Интервью с директором МБОУ "Батыревская СОШ №1" Антоновой Н.Л.

Районти вĕренỹ çурчĕсенче пĕрремĕш шăнкăрав янăриччен нумаях та вăхăт юлмарĕ. Мĕнлерех кĕтсе илме хатĕрленеççĕ-ха шкулсенче пĕлỹ çулĕпе утакансене? Çак тата ытти хăш-пĕр ыйтусен хуравне тупас тĕллевпе Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул директорĕпе Н. Антоновăпа сăмах пуçартăмăр. Аяларах çак калаçăва пичетлетпĕр.

_ Наталия Леонидовна, сирĕн шкулта ача сасси çулталăкĕпех лăпланмасть. Паян та шавлă коридор. Юсав-тирпей ĕçĕсене пурнăçлама мĕнле ерçеетĕр?

_ Тĕрĕсех калатăр. Вĕренỹ çулĕ вĕçленсен патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсем пирĕн шкулта пычĕç. Унтан ачасен çуллахи сывлăха çирĕплетекен лагерĕ ĕçлерĕ. Хальхи вăхăтра Президент тупăшăвĕнче çĕнтернисем Анапăна кайма хатĕрленеççĕ. Куллен тренировкăсене çỹреççĕ. Республикăри "Зарница" тата "Орленок" çарпа спорт вăййинче мала тухнисем Волгоград хулине тухса каяççĕ.

_ Юсав ĕçĕсем пыраççĕ-ха ĕнтĕ.

_ Техника персоналĕсем виçĕ хута та сăн кĕртрĕç темелле. Хăш-пĕр вак-тĕвек ĕçсем пур-ха. Хатĕрленỹ ĕçĕсене укçи-тенкине кура пурнăçласа пыратпăр. Информатика пỹлĕмне тĕпрен юсама май тупрăмăр. Акăлчан чĕлхин кабинетне (ертỹçи З. Чабатова) çĕнĕ сăн кĕчĕ. Пуçламăш классенче вĕренекенсен пỹлĕмĕсене те хăтлăх кỹтĕмĕр. Чỹречисене пуринне те улăштарнă. Пĕрремĕш хут шкула килекенсем валли çĕнĕ сĕтел-пукан туянма заказ панă.

_ Сăмаха вĕсем çинчен пуçларăмăр пулсан, миçен килмелле сентябрьте шкула?

_ Пурĕ 970 ачана йышăнма хатĕр эпир. Пĕрремĕш класа вара 120-ĕн çырăннă. Халиччен пĕрремĕшсем паралельлĕ тăватшар класс пулаканччĕ. Кăçал пиллĕк ĕнтĕ.

_ Вĕренỹ учебникĕсем, ытти литература пирки мĕнлерех?

_ Кĕнеке туянас енĕпе йывăрлăхсем çук ха. Укçи-тенкине патшалăх уйăрать. Библиотекăна çулленех çĕннисемпе пуянлатса пыратпăр. Ку вĕренỹ çулĕнче 5-6 тата пуçламăш классем ытларах çĕннисемпе усă курĕç. Программăпа килĕшỹллĕн туянатпăр кĕнекесене.

_ Кадрсем çителĕклĕ-и?

_ Çитеççĕ. Ăста специалистсем ĕçлеççĕ шкулта. Йыша çамрăклатассине те тĕпе хуратпăр. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕнчен акă физкультурăпа икĕ, чăваш чĕлхипе тата литературипе пĕр çамрăк тата дефектолог ĕçе кỹлĕнеççĕ.

_ Шкулсем юсав ĕçĕсене мĕнле пурнăçланине пĕр хутчен комисси пăхса тухнăччĕ. Вĕсем палăртнă çитменлĕхсене пĕтерме пулать-и?

_ Пире ку енĕпе шатăр сăмах тивмен. Хăш-пĕр кăлтăксене шута илетпĕрех.

_ Шкул умĕ те илĕртỹллĕ-ха. _ Ку енĕпе Е. Краснова биолог каллех çулталăкĕпех ĕçлет. Чечек вăррисене кĕркунне хатĕрлесе хăваратпăр. Çуркунне акса калчисене тăватпăр. Урама кăларса лартсан вара ачасем çу каçипех черетленсе шăварса тата çумласа тăраççĕ.

_ Шкула, тĕпрен илсен, Патăрьелсем çỹреççĕ. Ытти ялсенчен автобус илсе çитерет. Техника юсавлă-и?

_ 2 автобус пирĕн. Вĕсем Тăрăн тата Кĕçĕн Патăрьелĕнчен çỹрекенсене турттараççĕ.

_ Каникул хăвăрт иртет. Ачасем тăван шкула, вĕрентекенсене тунсăхлаççех ĕнтĕ.

_ Тĕрĕсех. Унччен вĕренỹ çурчĕ тата хăтлăрах, илĕртỹл- лĕрех пултăр тесе хамăртан мĕн килнине тума тăрăшатпăрах.

А. АСТРАХАНЦЕВА калаçна

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)